Комсомольский муниципальный округ

Концертсемпе савăнтартăмăр

2015 çул - паллă çулсенчен пĕри. Аслă Отечествăлла вăрçăра хаяр та тискер тăшмана çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Пĕлтĕр вăрçă темипе çыхăннă мероприяти нумай пулса иртрĕ.

Шурут ял тăрăхĕнче культурăра ĕçлекен Галина Михайловна Архипова тăрăшнипе тата ертсе пынипе "Шăхаль" эстрада ушкăнĕ концертпа Патăрьел районĕнчи тата хамăр тăрăхри ялсене çитрĕ. Çак астăвăм концерчĕсене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă вилĕмсĕр паттăрсене, кунне-çĕрне пĕлмесĕр, вăйне-халне шеллемесĕр Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă тыл ĕçченĕсене, мухтавлă вăрçă ветеранĕсене халалларĕç. Концертра вăрçă вăхăтĕнче юрланă, вăрçă çинчен çырнă юрăсем янăрарĕç. Хут купăспа та шăрантарчĕç хăш-пĕр юрăсене.

Эстрада ушкăнĕн членĕсем куракансене ташăпа та савăнтарчĕç. Эстрада ушкăнне "Победа" хуçалăхра ĕçлекенсем, Шурут вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем тата тивĕçлĕ канăва тухнисем çỹреççĕ. "Юрласа та ташласа эпир чунпа канатпăр, куракансене савăнтарма пултарнишĕн вĕсемпе пĕрле хамăр та савăнатпăр",- теççĕ вĕсем.

Т.КАЗАКОВА



"Каçал Ен"
19 января 2016
09:40
Поделиться
;