Комсомольский муниципальный округ

Онкологпа тĕл пултăмăр

Нумаях пулмасть районти тĕп библиотекăра "Сывлăх" клубра черетлĕ заняти иртрĕ. Ăна районти тĕп больницăра вăй хуракан Надежда Николаевна Михайлова онколог врач ертсе пычĕ. Вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пымаллине, рак чирĕсенчен сыхланмалли çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун рак чи хăрушă чирсем хушшинче. Шыçă чирĕсене малтанхи вăхăтра диагноз лартса тупасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Рака хирĕç кĕрешессин хальхи стратегийĕ - халăха çулсеренех диспансерта тĕрĕслени. Вăл усал шыçă чирĕсемпе тин кăна аптăрама пуçланине хăвăрт тупса палăртма май парать.

Пухăннисем тухтăрпа пĕрле хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. Надежда Николаевна кашни ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ.

А.ВОЛКОВА



"Каçал Ен"
19 января 2016
09:41
Поделиться
;