Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр - грипп

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Халĕ вара çанталăк ăшăтса-сивĕтсе тăнă вăхăтра чирлес хăрушлăх темиçе хут пысăкрах. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Çакна нихăçан та ан манăр.

- Грипп - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах ученăйсем унăн çĕнĕ тĕсĕпе тĕл пулаççĕ. Инфекци çăлкуçĕ - чирлĕ çын, вăл аптраса ỹкнĕ хыççăн 5-7 кун ыттисене грипп ертме пултарать. Тĕпрен илсен - сывлăш-тумлам мелĕпе. Сунасланă, ỹсĕрнĕ вăхăтра сăмса-çăвара салфеткăпа, сăмса тутрипе е алăпа хуплама, ыттисене хỹтĕлеме тăрăшмалла. Çакна та аса илтерер: чире ура çинчех ирттерекен пĕр çын 20 çынна вирус ертме пултарать. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла, иммунитета çирĕплетмелле, вăхăтра сипленмелле. Чирлессинчен хăтăлмалли чи лайăх меслет - профилактика. Витĕмлĕ хỹтлĕх мелĕсенчен пĕри - ВАКЦИНАЦИ. Вăл чиртен сыхланма пулăшать. Анчах эпидеми тапхăрĕ, тĕпрен илсен, ноябрь-март уйăхĕсене лекет. Çавăнпа вакцинацие шăпах кĕркунне пуçламăшĕнче йĕркелеççĕ. Кăçал Комсомольскинчи 2-мĕш участокра пурăнакан 375 çынна вакцинаци тунă, - пĕлтерчĕ пĕтĕмĕшле практика офисĕн терапевчĕ Надежда Михайловна Алякина.

Хăвăра, çемйĕре грипп тапхăрĕ вăхăтĕнче упрамалли ытти мел те пур. Надежда Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, чирленĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла, сывлăха çирĕплетмелле. Май килмест пулсан сăмса-çăвара медицина маскипе хупласан аван. Пỹлĕмсене тăтăшрах уçăлтармалла, урай çумалла, тусана нỹрĕ татăкпа шăлмалла. Иммунитета çирĕплетме поливитаминсем, аскорбин кислоти ĕçмелле. Рациона С витаминлă çимĕçсем - апельсин, йỹçĕтнĕ купăста, киви, шур çырли, лимон, мандарин, грейпфрут - кĕртмелле. Профилактика тĕллевĕпе апата кашни кун пĕр-икĕ шăл ыхра хушсан лайăх. Пỹлĕмсенче вакланă вĕтĕ ыхра тата сухан хумалла. Организма çулталăк тăршшĕпех пиçĕхтермелле.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
22 января 2016
09:16
Поделиться
;