Комсомольский муниципальный округ

Професси суйласси - пĕлтерĕшлĕ утăм

 Январĕн 20-мĕшĕнче районти шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем республикăри аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Шкул ачисем умĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Коопераци институчĕн, Мускаври машина тăвакан патшалăх университет филиалĕн - Шупашкарти политехника институчĕн, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн представителĕсем тухса калаçрĕç.

Çавăнпа пĕрлех тĕл пулăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин хутшăнчĕç. Алексей Александрович пулас выпускниксене професси суйласа илесси пурнăçри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм, пулас ăнăçăвăн тĕрекĕ пулнине палăртса хăварчĕ.

Республикăри вузсен представителĕсем шкул ачисене вĕренмелли условисене уçăмлатса пачĕç, вĕренỹ заведенийĕсен пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Пулас студентсем вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, унти факультетсемпе специальноçсем пирки тĕплĕн пĕлчĕç. Çавăнпа пĕрлех аслă шкулсен представителĕсем презентацисем кăтартрĕç, вĕренỹ заведенийĕсем пирки хатĕрленĕ буклетсене салатрĕç. Политехника институчĕн студенчĕсем вара пухăннисене савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Мероприяти хыççăн пулас абитуриентсем çакăн евĕр тĕл пулусем пулас профессие суйласа илме пулăшнине, хăшĕ-пĕри мĕнле факультета каяссине те суйланине палăртрĕç.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
22 января 2016
09:13
Поделиться
;