Комсомольский муниципальный округ

Асăрханăр!

Юлашки кунсенче Чăваш Ене юр хупăрласах хучĕ тейĕн. Темиçе кун хушшинчех çулсем айккипе, çуртсем çумĕпе çеç мар, çуртсен тăрринче те юр тем хулăнăш пуçтарăнса ларнă. Çакна пула çỹлтен юр ỹкес хăрушлăх нумай хутчен ỹсет. Шел пулин те, юр капланчăкĕсем ỹкнине пула çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те Раççейре сахал мар.

Çавăнпа та Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ хăрушсăрлăх правилисене асра тытма сĕнет. Май килнĕ таран çỹллĕ çуртсем патне çывхарма ан тăрăшăр. Çуртсем çумĕнче машинисене лартакан водительсен те асăрхануллăрах пулмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юртан вăхăтра тасатмалла, яваплă организацисене шăнкăравласа пĕлтермелле. Коммуналлă службăсен ĕçченĕсен оперативлă ĕçлемелле, инкек сиксе тухасса кĕтмелле мар. Çурт тăррисене правилăсене пăхăнса тасатмалла, ятарлă паллăсем лартмалла, антарнă юра çав вăхăтрах турттарса тухмалла.



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:28
Поделиться
;