Комсомольский муниципальный округ

Грипран сыхланăр

Юлашки вăхăтра Раççейре, Украинăра грипп чирĕ çав тери пысăк хăвăртлăхпа сарăлни пирки калаçаççĕ. Чире пула çынсем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те пур. Апла пулсассăн вăхăтра сипленмелле, чиртен сыхланмалла. Сăмахран, республикăра 17 çынна A(H1N1)2009 ернине тупса палăртнă. Чирленисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче ытларах.

Райбольницăн тĕп тухтăрĕ Валентина Озерова та шăнса пăсăлнă çынсен йышĕ юлашки вăхăтра районта ỹснине пĕлтерет. Вирус çынран куçнине шута илсе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла, халăх йышлă çỹрекен вырăнсенчен пăрăнмалла. Шăнса пăсăлнине туйсассăнах тухтăр патне васкамалла.



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:31
Поделиться
;