Комсомольский муниципальный округ

Йĕркене пăссан - штраф

Январĕн 22-30-мĕшĕсенче республикăра, районта "Тонировка" профилактика мероприятийĕ иртет.

Ăна çул çинче асăрханулăха ỹстерес, йĕркене пăсакансене асăрхаттарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çак вăхăтра сотрудниксем автомашина чỹречисен тонировки тата водителе курма чаракан ытти япаласем пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Йĕркене пăсаканнисене штраф параççĕ е чỹречене тĕксĕмлетекен пленкăна, ытлашши япаласене илме сĕнеççĕ.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:24
Поделиться
;