Комсомольский муниципальный округ

Кире пуканĕ йăтса тупăшнă

Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалланă оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ январĕн 23-мĕшĕнче пуçланать те февралĕн 25-мĕшĕччен пырать. Уйăхлăхра çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, массăллă спортпа физкультурăна явăçтарас, сывлăхне çирĕплетес, çамрăксене çар службине кайма тивĕçлипе хатĕрлес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти, спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсем йĕркелеççĕ.

Акă, январĕн 23-мĕшĕнче районти шкул ачисем кире пуканĕ йăтассипе тупăшнă. Арçын ачасем 7 виçере, хĕрсем тăватă виçере ăмăртнă. Каччăсенчен Анатолий Чемяков, Владимир Корников, Кирилл Лебедев (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Максим Бобуров, Илья Скворцов, Евгений Шмелев (Шурут вăтам шкулĕ), Фаил Фахртдинов (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) хăйсен виçисенче мала тухнă. Хĕрсенчен Оля Терентьевăна, Арина Яковлевăна (Шурут вăтам шкулĕ), Ландыш Садыковăна (Урмаел вăтам шкулĕ) çитекенни пулман.

В.ГАВРИЛОВ



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:20
Поделиться
;