Комсомольский муниципальный округ

Ольга Голодецпа тĕл пулнă

Январĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕпе Ольга Голодецпа тĕл пулнă.

Ертỹçĕсем сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене, шкул тытăмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлăхне упраса хăварассине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентессине сỹтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти демографи лару-тăрăвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Енре 2010 çултан пуçласа халăхăн кун-çулĕ вăрăмланса пынине палăртнă. Регионта вăтамран çынсем 71 çул ытларах пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче республикăра сывлăх сыхлавĕн пайĕ курăмлăнах çĕнелсе пынине асăннă, пурлăхпа техника никĕсĕ те пуянланнă. Раççей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец Чăваш Республикин ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Çулталăк çитмен пепкесем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин тĕслĕхĕсем регионта пулманнишĕн ырланă, ĕç кăтартăвĕсемпе Раççейре ытти регионсем хушшинче республика пĕрремĕш вырăн йышăннине асăннă. Чăваш Енре сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси лайăх пулса пынине, "Çăлтăрпа ирхи зарядка" проект вара ытти субъектсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнине, вăл сывлăха упрама вĕрентекен чаплă проект пулнине каланă. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче малашлăхра халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă уйрăм самантсене тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă.



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:27
Поделиться
;