Комсомольский муниципальный округ

Пĕлтĕр донорсем 13,5 пин литр юн панă

Республикăра чирлисене юн парса пулăшас тĕллевпе час-часах акцисем ирттереççĕ. Асăннă ырă ĕçе хутшăнса Чăваш Енре пурăнакан 15 пине яхăн çын юн панă, пĕтĕмпе 13,5 пин ытла литр юн хатĕрленĕ.

Чăваш Енре "Хисеплĕ донор" ята тивĕçнĕ 4 пин те 118 çын пурăнать. Вĕсенчен 3 пин те 709-шне "Раççей хисеплĕ донорĕ" ятпа чысланă. 309-шĕн "СССР хисеплĕ донорĕ" ят пур.



"Каçал Ен"
26 января 2016
10:26
Поделиться
;