Комсомольский муниципальный округ

Тимлĕ пулăр

Çул çинче çỹрекенсен те, водительсен те çав тери тимлĕ пулмалла. Правилăсене пăхăнмалла, йĕркене пăсмалла мар. Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕрĕсленин, тăтăшах рейдсемпе операцисем ирттернин витĕмĕ пысăк. Акă, январĕн 29-30-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Нетрезвый водитель" профилактика мероприятийĕ иртĕ. Çак вăхăтра çул-йĕр патруль службин сотрудникĕсем автомашинăпа çула тухакансене тĕрĕслĕç, йĕркене пăхăнманнисене, ỹсĕррисене явап тыттарĕç. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр районта ỹсĕр водительсене пула 12 авари регистрациленĕ, 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 24-ăн аманнă. Эрех ĕçрĕн пулсассăн руль умне ларма юраманнине асра тытасчĕ.

А.КУРАКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ



"Каçал Ен"
29 января 2016
09:12
Поделиться
;