Комсомольский муниципальный округ

Саламлатпăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче кăларнă 5-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн культура сферинче нумай çул ăнăçлă вăй хунăшăн Чăваш Республикинчи Комсомольски районĕнчи ачасене хушма пĕлỹ паракан "Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕ" муниципаллă бюджет учрежденийĕн фольклор уйрăмĕн вĕрентекенне ТАТЬЯНА ВАСИЛЬЕВНА МАКАРОВĂНА "Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Пысăк награда илнĕ ятпа саламлатпăр. Малашне те çитĕнỹсем тума сунатпăр.



"Каçал Ен"
05 февраля 2016
08:53
Поделиться
;