Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртура палăрнă

Çак кунсенче Патăрьелĕнче алă вăйне виçессипе республикăри ăмăрту иртрĕ.

Унта чи маттур та ăста спортсменсем килсе çитнĕ. Тукай Мишер хĕрĕ Лейсан Алапова хăйĕн виçинче пурне те парăнтарса чемпион ятне тивĕçнĕ. 65 килограмран ытларах виçере Анна Индюкова çĕнтерчĕ. Арçын ачасем те хăйсен кăтартăвĕпе савăнтарчĕç. Ильшат Зарифзянов 70 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Василий Логиновпа Валерия Казакова хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăна, Резине Бататова виççĕмĕш вырăна йышăнма пултарчĕç. Районăн пĕрлештернĕ команди республика шайĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

- Командăри кашни спортсмен çĕнтерỹшĕн нумай вăй хучĕ, тăрăшни сая каймарĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсенчен 5-шĕ 1 разряд нормине тултарма пултарчĕç. Паллах, ку пирĕншĕн лайăх кăтарту, - терĕ команда ертỹçи Нежеметдин Сахров.

Э.БАГАУТДИНОВА



"Каçал Ен"
09 февраля 2016
10:57
Поделиться
;