Комсомольский муниципальный округ

Февралĕн 14-мĕшĕнче - "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016"

Февралĕн 14-мĕшĕнче, вырсарникун, пĕтĕм Раççейри пекех, Комсомольскинчи вăрман уçланкинче "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" чупу иртет. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, спортпа тата физкультурăпа туслă çынсене çак ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр. Старт кăнтăрла 12 сехетре пуçланать. Пĕри те айккинче ан юлăр, йĕлтĕрпе ярăнса сывлăхăра çирĕплетме васкăр!



"Каçал Ен"
09 февраля 2016
10:03
Поделиться
;