Комсомольский муниципальный округ

Парти съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ

Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн ХV съезчĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ.

Съездра партин суйлав умĕнхи сасăлавĕ çинчен калакан положени, Аслă тата Генеральнăй канашăн кадр ротацийĕ, тĕп тĕрĕслев комиссийĕ - вĕсене пурне те парти уставĕпе пăхса хăварнă - тĕлĕшпе йышăнусем тунă.

Парти председателĕн Дмитрий Медведевăн докладĕнче экономикăн халĕ пурнăçланакан пĕтĕм çул-йĕрне сыхласа хăварасси, халăхăн социаллă хỹтлĕхсĕр пайне пулăшасси, парти проекчĕсене малашне те ĕçлеттересси тĕп вырăнта пулнă. Çавсен шутĕнче - ял шкулĕсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесси, шкулсен строительстви... Дмитрий Анатольевич халăха ахалех шантармалла мар тесе чĕнсе каланă: шантартăмăр пулсан ăна пирĕн пурнăçламаллах. Паянхи кун çавăн пек яваплăха хăй çине илме пултаракан политика вăйĕ урăх çук.

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче партин малтанхи (суйлав умĕнхи) сасăлавне ирттермелле. Иккĕмĕш тапхăр - çĕртме уйăхĕнче, ун чухне "Единая Россия" партирен Патшалăх Думине суйланакан кандидатсен списокне çирĕплетĕç, çавăн пекех пирĕн республикăра - ЧР Патшалăх Канашне.



"Каçал Ен"
12 февраля 2016
11:02
Поделиться
;