Комсомольский муниципальный округ

"Чăваш Енре аталанакан предприяти чылай"

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Вовченкопа тата Ĕçлев, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин ертỹçипе Всеволод Вуколовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. "Чăваш Енре кунĕпе ĕçлĕ çулçỹревре пултăмăр. Республикăра ырă улшăнусем пулса иртни куçкĕретех. Вăйлă аталанса пыракан предприяти чылай", - тенĕ В.Вуколов. Вăл çавăн пекех республикăн пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртнă. "Çынсем ĕçе хисеплени - чи пахи. Вĕсем производствăпа кăсăкланаççĕ. Предприяти аталанăвĕшĕн вăй хураççĕ. Импорта улăштарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Правительство йышăнăвĕсене тĕпе хурса пирĕн вĕсене яланах витĕм кỹме тăрăшмалла", - палăртнă вăл. Калаçу вăхăтĕнче çынсем ăнсăртран ĕçсĕр тăрса юлсан вĕсене çĕнĕ професси илме майсем туса парасси тата тепĕр ĕçпе тивĕçтересси пирки сỹтсе явнă.

Ку хутĕнче Тракторсем тăвакан заводри çынсен шăпи пирки те канашланă. Ыйтăва тĕпрен татса парас тесен, федераци енчен пулăшу кирлине асăннă.



"Каçал Ен"
12 февраля 2016
10:16
Поделиться
;