Комсомольский муниципальный округ

Районта - информаци кунĕ

Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çак кун яланхиллех района ĕçлĕ визитпа министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем килĕç, тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулса ĕç коллективĕсемпе, халăхпа курнăçĕç. Йышра - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов, Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В.Н.Иванов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О.Н.Казарина, "Слава картофелю" ООО директорсен совечĕн председателĕ А.П.Капитонов, "Хыпар" ИÇ тĕп редакторĕн çумĕ Г.А.Максимов.

Юнкун иртекен Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва сỹтсе явасси тата 2016 çулта пенси саккунне улшăнусем кĕртнипе паллаштарасси.



"Каçал Ен"
12 февраля 2016
10:17
Поделиться
;