Комсомольский муниципальный округ

Ачасемпе тĕл пулнă

Февралĕн 10-20-мĕшĕсенче районта "Условник" операци пырать. Çак вăхăтра ял тăрăхĕсене çитсе тĕл пулусем, калаçусем йĕркелетпĕр.

Акă, февралĕн 12-мĕшĕнче Асанкасси ял тăрăхĕнче пултăмăр. Чи малтанах Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе, педагогĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Районти тĕп больница наркологĕ Людмила Ярышева ачасене наркомани тата тĕрлĕ йышши психотроплă хутăшсен сиенĕ пирки каласа пачĕ, усал йăларан пăрăнмаллине асăрхаттарчĕ. Район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Любовь Пушкина ачасем ытларах хăçан тата мĕншĕн йĕркене пăсни çинчен каларĕ. Кунта чи малтанах ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен тимлĕ пулмалла, преступлени çулĕ çине тăрассинчен пăрмалла.

Рейд вăхăтĕнче ăнăçсăр çемьесене çитсе курни, килти лару-тăрăва тĕрĕслесе тăни те пысăк витĕм кỹрет.

Р.ЖУКОВА



"Каçал Ен"
16 февраля 2016
12:21
Поделиться
;