Комсомольский муниципальный округ

Йĕркене пăсакансен шучĕ чакман

Полици ĕçченĕсем район территорийĕнче преступлени шайне чакарас тесе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Тăтăшах рейдсем, тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем йĕркелени, лару-тăрăва тĕрĕслесе тăни йĕркене пăсакансене тытса чарма, явап тыттарма май парать.

Акă, 2015 çулта районти шалти ĕçсен пайне çынсем ытларах заявлени çырнă. Уйрăм сотрудникĕсем 3 пин те 138 заявлени пăхса тухнă, çакă 2014 çулхинчен 6,7 процент ытларах. Пĕлтĕр Комсомольски районĕнче 184 преступлени регистрациленĕ, вĕсенчен 155-шне уçăмлатнă. Преступленисене тишкерес пулсассăн ытларах ют пурлăха вăрласси, çынсене улталасси, çын сывлăхне сиен кỹресси ỹснĕ. Обществăлла вырăнта йĕркене пăснăшăн 1214 çын тĕлĕшпе административлă протокол çырнă. Çавăн пекех профилактика учетĕнче 122 çын тăрать. Пĕлтĕр административлă йĕркене пăхăнман 2 çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пайĕн следователĕсемпе дознавателĕсем 203 уголовлă ĕçрен 142-шне суда ярса панă.

2015 çулта çул-йĕр çинчи аварисен шучĕ 12 процент чухлĕ чакнă. Регистрациленĕ 43 автоаваринче 14 çын вилнĕ, 58-шĕ аманнă. ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тĕрĕслесе тăнă май административлă йĕркене пăснă 3069 тĕслĕхе регистрациленĕ. Руль умне ỹсĕр ларнă 105 водителе тытса чарнă. Çавăн пекех административлă йĕркене пăснăшăн явап тыттарнă 7 çын тепĕр хутчен йĕркене пăсни паллă.

Çынсем хĕç-пăшала епле упранине, лицензи пуррине тĕрĕслесе тăрассипе те йĕрке çирĕп. Пĕлтĕр пурĕ 461 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Çавна май саккуна пăснă 14 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çынсем пĕлтĕр регистрацилемен 3 хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе килсе панă. Вĕсене 2500 тенкĕпе хавхалантарнă.

А.АХМЕЕВ,

полици начальникĕ



"Каçал Ен"
16 февраля 2016
12:22
Поделиться
;