Комсомольский муниципальный округ

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн"

Февралĕн 9-мĕшĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх акцийĕ Чăваш Енре 20-мĕш хут старт илчĕ. Кашни çулах пухăнакан укçа-тенкĕпе Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшỹллĕн йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, больницăсем валли тĕрлĕ медицина оборудованийĕ, тренажерсем, аппаратсем, ача сачĕсен пурлăх никĕсне тĕреклетме, ача çурчĕсене теттесемпе тивĕçтерме усă кураççĕ.

Ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне предприяти-организацисем, уйрăм çынсем кăна мар, бизнес представителĕсем те хăйсен сумлă тỹпине хывасси иккĕлентермест. Çавăнпа та районта пурăнакансем акцие хастар хутшăнасса шанатпăр. Укçа-тенке марафон счечĕ çине куçармалла.

Реквизичĕсем: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"

ИНН 2128005408 КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ №8613 г.Чебоксары

БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609

Назначение платежа: Благотворительный марафон "Именем детства, во имя детства".



"Каçал Ен"
16 февраля 2016
12:25
Поделиться
;