Комсомольский муниципальный округ

Спорт сывлăха туптать

Спорт кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнса тăмаллах, мĕншĕн тесен вăл сывлăха çирĕплетет, çынна чăтăмлă тата вăйлă тăвать, ỹт-пĕве пиçĕхтерет. Унсăр пуçне, ман шутпа, спортпа туслă пурăнни кăмăл-туйăма та çĕклет.

Пирĕн район паллă спортсменсемпе пуян. Эпир çĕршывĕпех (хăшĕсем - пĕтĕм тĕнчипех) палăрнă, физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк витĕм кỹнĕ спортсменсемпе мухтанма пултаратпăр. Спорт мастерĕсем районта 60-тан та ытларах.

Спортсменсене тăван тăрăхĕсенче манмаççĕ, вĕсен ячĕпе час-часах тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. Акă, кăçал та, йăлана кĕнĕ пекех, Аслă Чурачăкра çуралса ỹснĕ Вера Черновăна халалласа йĕлтĕр-пе чупакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Иртнĕ çулсенче çак ăмăрту чемпионкăн тăван ялĕнче пулаканччĕ, кăçал вара "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" ăмăртăва хатĕрленсе спортсменсем февралĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ çывăхĕнче пуçтарăнчĕç.

Спорт уявне уçнă май спортпа çамрăксен политикин секторĕн начальникĕ Юрий Боровков спортсменсене ăнăçу сунчĕ, курма килнĕ çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарчĕ.

Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ. Сивĕ çанталăка пăхмасăрах йĕлтĕре кăмăллакан шкул ачисемпе ветерансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах старта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче пĕлỹ пухакан хĕрачасем тухрĕç. Дистанцире Карина Степанова (Анат Тимĕрчкасси) - пĕрремĕш, Диана Давыдова (Хирти Явăш) - иккĕмĕш, Настя Исаева (Хырхĕрри) виççĕмĕш пулчĕç. Çак ушкăнри арçын ачасем хушшинчи чупура Хырай Ĕнел каччи Александр Мартынов малти пулчĕ. Димитрий Парфеновпа (Анат Тимĕрчкасси) Алексей Корнилов (Хырхĕрри) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Вăтам шкулсенче вĕренекен хĕрачасенчен чи маттуррисем Снежанна Кузнецовăпа (Нĕркеç) Наталья Аврелькина (Асанкасси) пулчĕç, пĕр пек вăхăт кăтартса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Темиçе çеккунта çеç юлташĕсенчен кая юлнă Настя Чернова (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Арçын ачасем хушшинчи ăмăртура Аслă Чурачăк шкулĕнче вĕренекен Константин Земсков, Нияз Шарафутдинов, Денис Зайцев пьедесталăн кашни картлашкине йышăнчĕç.

Вăтам шкулсен командисенчен Аслă Чурачăксем - пĕрремĕш, Нĕркеçсем - иккĕмĕш, Шурутсем - виççĕмĕшсем.

Тĕп шкулсенчен Анат Тимĕрчкассисем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Хырхĕррисемпе Хирти Явăшсем.

Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисемпе кубоксене тивĕçрĕç.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
16 февраля 2016
12:19
Поделиться
;