Комсомольский муниципальный округ

Малашнехи тĕллевсем паллă

Февралĕн 15-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ визитпа пулни çинчен иртнĕ номерте пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл, социаллă тата производство объекчĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн, райцентрти культурăпа кану çуртĕнче анлă канашлу ирттерчĕ.

Пирваях Иван Борисович ĕçре палăрнисене, пуçаруллисемпе хастаррисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Акă, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçи Григорий Васильевич Атласкин тата "Искра" колхоз механизаторĕ Владимир Антонович Мукшин Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илчĕç. Районти искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри филиалĕн преподавателĕ Татьяна Васильевна Макарова вара "Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн "Слава картофелю" агрофирмăн директорсен совечĕн председательне Александр Петрович Капитонова премьер ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Хастар та пултаруллă çамрăксем республика ертỹçин ятарлă стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăна та Иван Моторин аллинчен илчĕç.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин сăмах илчĕ. Хăйĕн докладĕнче вăл районăн 2015 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕ çинчен каларĕ, кашни сферăн ĕç-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ỹсĕмсемпе çитĕнỹсене çеç мар, çывăх вăхăтрах пĕтермелли çитменлĕхсене те палăртрĕ, 2016 çул валли тĕллевсем лартрĕ, кăçал пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ проектсем пирки асăнчĕ.

Канашлăва хутшăннă сумлă хăнасем те - Чăваш Ен экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ тата финанс министрĕсен çумĕсем Ольга Ланцовăпа Светлана Иванова пирĕн районăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне хак пачĕç, 2016 çулта хăш енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемелли çине пусăм турĕç.

Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕтĕмлетрĕ. Комсомольски районĕнче уйрăм çитĕнỹсем пуррине палăртрĕ вăл, çав вăхăтрах усă курман ресурссене те шыраса тупса ĕçе кĕртмеллине каларĕ. Хăй вырăнĕнче кашни пысăк яваплăхпа вăй хурса ĕçлесен çеç район малалла сулмаклăн утма пултарĕ.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
19 февраля 2016
08:54
Поделиться
;