Комсомольский муниципальный округ

Шкул ачин кун йĕрки

Çутçанталăк хăйĕн саккунне çеç пăхăнать. Кĕркунне хыççăн хĕл килет, çуркуннене çу улăштарать. Çĕр çине килнĕ çын та çак йĕркене пăхăнать. Ача организмĕ сывлăхлă та йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен, кун йĕркине тĕрĕс тытса пыни, ĕçпе канăва шайлаштарса йĕркелени, сывлăха упрама майсем туни питех те кирлĕ.

Нумай чухне ачасен кун йĕркине тĕрĕс йĕркелесе тытса пырасси пирки шутласах та каймастпăр. Чылай ача куна хăй пĕлнĕ пек йĕркелет. Çамрăк организмшăн вара вăхăтра апат çини, канни, уçă сывлăшра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Шкулта вĕренекен ачан ирхине 7 сехетрен кая юлмасăр тăмалла, гимнастика тумалла, çăвăнмалла, вĕри апат çимелле. Урок вăхăтĕнче вĕрентекенĕн асăрхануллă пулмалла, ачасем тимлĕхне çухатсан физкультминутка ирттерни е урăх май тупса урок юхăмне çĕнĕлĕх кĕртни вырăнлă.

Апатлану режимне те пăсма юрамасть. Шкул ачин кунне 4 хутчен вĕри апат çимелле. Рационта белокпа пуян çимĕç (аш-какай, пулă, сĕт), пахчаçимĕç, улма-çырла пулмалла. Ỹсентăран çăвĕпе хатĕрленĕ апат-çимĕç çамрăк организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хĕлле, çуркунне ачасене витаминлă апат-çимĕç кирлĕ.

Кĕркунне тата хĕлле ачан ытларах çывăрмалла, çĕрлехи ыйхи 9 сехетрен кая пулмалла мар. Çывăракан пỹлĕме уçăлтарсах тăмалла. Таса та çемçе (ытлашши кăпăшка пулни кирлех мар) вырăн çинче çывăрсан ачан организмĕ лайăх канать.

Ачасем канмалли кунсенче те кун йĕркине çирĕп пăхăнни кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн яваплă.

О.КОПТАШКИНА



"Каçал Ен"
19 февраля 2016
09:10
Поделиться
;