Комсомольский муниципальный округ

Чи лайăххине пĕрле палăртар

Республикăри Наци библиотеки кашни çулах çулталăк кĕнекине палăртма "Литературăллă Чăваш Ен" конкурс ирттерет.

Кăçал конкурс кăрлач - ака уйăхĕсенче иртет. Унта 2014, 2015 çулсенче кун çути курнă 300 ытла кĕнекене тишкерсе хак параççĕ. Асăннă конкурсăн тĕллевĕ - çынсене кĕнекепе çывăхрах туслаштарасси.

Конкурса хутшăннă кĕнекесенчен чи нумай вулаканнине палăртма вулакансен сĕнĕвĕсене шута илеççĕ.

"Хальхи проза", "Современня проза", "Поэ-зия без границ", "Поэзи уçлăхĕ", "Радуга детства", "Савăклă ачалăх" "Тăван ен" номинацисенче чи лайăх вуланакан кĕнекесене палăртаççĕ.

"Книжная столица" номинацире акци-конкурс ирттерес тĕлĕшпе чи лайăх мероприяти хатĕрленĕ района палăртаççĕ.

"Лидер чтения" номинацире чи нумай вулакана виçĕ ỹсĕмпе (14, 15-22, 22 çултан аслăраххи) чыслаççĕ.

"Чувашская космическая" номинацире космоса çын вĕçсе кайнăранпа 55 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ мероприятие палăртаççĕ.

Районти тата ял библиотекисенче тăрăшакансем конкурсра çĕнтернĕ кĕнекесемпе куравсем йĕркелĕç, вулакансен конференцийĕсемпе диспутсем ирттерĕç.

"Литературăллă Чăваш Ен" конкурса хутшăнакан кĕнекесем хушшинче пирĕн ентешсен произведенийĕсем те пур. Вĕсем Л.В.Таллеровăн "Ыр-хаяр" романĕ (2014 ç.), Г.А.Максимовăн "Вăхăта парăнман юрату" повеçсемпе калавĕ (2014 ç.), М.Каçалсем "Вăй-хал кĕрет чăн юрату хăвачĕ" хальхаççăн çырнă сăвăсем (2014 ç.) кĕнекисем кĕнĕ.

Хисеплĕ вулакансем! Эсир конкурса хутшăнакан чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртасса шанатпăр. Хăвăрăн шухăш-кăмăлăра районти тата ялсенчи библиотекăсем урлă пĕлтерме пултаратăр.

2014-2015 çулсенче тухнă "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса хутшăнакан кĕнекесем районти тата ялсенчи библиотекăсенче пур. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне вулакан миçе кĕнеке вуласа тухни çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

А.ВОЛКОВА,

библиограф



"Каçал Ен"
26 февраля 2016
07:20
Поделиться
;