Комсомольский муниципальный округ

Хисеплĕ вырăнсене - ушкăнпа

Ачасене пĕчĕкренех Тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле. Чи малтанах çемьере ашшĕпе амăшне хисеплени вырăнлă. Ача сачĕсенче вара юлташсемпе килĕштерсе выляни, пĕрне-пĕри пулăшса пырса, сывлăхлă ỹсни паха.

Нарăс уйăхĕнчи уявсене тĕпе хурса аслă ушкăнри ачасемпе тăван ялăн хисеплĕ вырăнĕсене çитсе куртăмăр. Çĕршыва сыхлакан кунне халалласа, районти çар комиссариачĕ умĕнчи палăк патĕнче пултăмăр, ытти асăну палăкĕсем умĕнче чарăнса тăтăмăр, вĕсен историйĕсемпе кăсăклантăмăр.

Ачасем тулли кăмăлпа ача садне таврăнчĕç.

Çирĕп сывлăхлă ача çеç çĕршыва сыхлама юрăхлă çын пулса çитĕнет. Хальхи вăхăтра, çуран сахал çỹренĕ май, паллă чылай япалана асăрхамасăр иртсе каятпăр.

Сăмахран, канмалли кунсенче, пушă вăхăтра ашшĕ-амăшĕсен шăпăрлансемпе пĕрле таврара курса çỹремелли сумлă вырăнсем нумай.

"Çĕр тата çынсем" музей, тĕп библиотека, паттăр ентешсен палăкĕсем тата ытти те. Ачасене тĕрĕс, çирĕп, тивĕçлĕ ăс-тăн парса çĕршыва юрăхлă çынсем пулма пăхса çитĕнтересчĕ.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ



"Каçал Ен"
26 февраля 2016
07:23
Поделиться
;