Комсомольский муниципальный округ

Тăван ен историйĕпе культурин предметне вĕрентесчĕ

Раççей Федерацийĕнче икçĕре яхăн тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем çĕршывăн нумай-нумай хулисемпе ялĕсенче час-часах çывăх хутшăнса пурăнни те куçкĕрет. Кашни халăх хăйĕн пуян культурине, хăйнеевĕрлĕхне, несĕлĕсенчен ламран- лама куçса пырса аталанакан чĕлхине упраса-сыхласа хăварас тесе тăрăшать. Çакна шута илсе çирĕм тăватă çул каялла республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен программине "Тăван ен историйĕпе культури" (История и культура родного края) çĕнĕ предмет кĕртрĕç. Ун чухне вĕренỹ программисем, кĕнекисем те пулмарĕç. Çак предмета вĕрентме учительсем те çителĕклĕ марччĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçлансанах республикăри ялсемпе хуласенчи шкулсенчи вĕрентекенсене Шупашкарти вĕренỹ институтне пуçтарчĕç. Вĕсен хушшинче чăваш чĕлхипе литература, истори, музыка, ỹнер, ытти предметсене ертсе пыракансем пулчĕç. Лекцисене республикăри паллă ăсчахсем, тĕпчевçĕсем хутшăнчĕç. Конспектсем уроксене ирттерме питех те усăллă пулчĕç.

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ятарлă брошюрăсем тухрĕç. Сăмахран: "Чăваш халăх уявĕсемпе йăли-йĕрки", "Чăваш халăх календарĕ" тата ыттисем те. Часах программа та хатĕрлесе пичетлерĕç.

Халĕ самана палăрмалла çеç мар, пач çĕнĕлле улшăнчĕ. Чылай шкулсенче предмета чунтан парăннă специалистсем ертсе пыраççĕ. Тăваттăмĕшĕнчен саккăрмĕш классене валли ятарласа хатĕрленĕ вĕренỹ кĕнеки пур. 4-6-мĕш классем валли тĕрлĕ тĕспе илемлетнĕ кĕнекесемпе туллин усă куратпăр. Ку çеç те мар: 6-7-мĕш классенче иртекен уроксенче усă курмалли видеофильмсем, 5-мĕш класра урок валли электрон хатĕрĕ, 4-7-мĕш классенчи ачасем валли ĕç тетрачĕсем - йăлтах хатĕр. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлеме çăмăл.

Анчах кăçалхи вĕренỹ çулĕнче нумай шкулсенче çак паха предмета пĕр класра (ытларах улттăмĕшĕнче), хăш-пĕр шкулсенче (пит сайра!) икĕ е виçĕ класра çеç хăварчĕç. Сăлтавне вĕренỹ программинче сехет çитменнипе ăнлантарса параççĕ. Çак ыйтăва Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче фестивале пуçтарăннă тăван ен историпе культурине вĕрентекенсем хумханса сỹтсе яврĕç. Малашне "Тăван ен историйĕпе культури" предмет шкул программинчен пачах та çухалас хăрушлăх пурри пурне те пăшăрхантарать. Пурте ачасем тăван ен историпе культурин урокĕсене хаваспа çỹренине палăртрĕç. Тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ: кĕнекисем илемлĕ, содержанийĕ пуян, электронлă мелсемпе усă курма май пур. Ĕç тетрачĕсенче тĕрлĕ енлĕ хăнăхтарусем - вĕренỹ кĕнеки çинче хурав тупмаллисем, хăй тĕллĕн пуçватмăшсем, кил-йышпа канашласа пурнăçламаллисем, сăрласа илемлетмеллисем - пурне те каласа та пĕтереймĕн. Калама çук пысăк ĕçе - вĕренỹ кĕнекисене çырса илемлетессине, ĕç тетрачĕсене калăплассине, электронлă пособисене хатĕрлессине Е.В.Михайлова (Енькка) туса пырать. Пирĕн чăваш халăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн Елена Викторовна тăвакан сумлă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Чи кирли вара - ачасем çак предмета алла илсе хамăр халăхăн авалхи историйĕпе культурине пĕлсе, ăнланса илни çеç мар, асаттесемпе-асаннесен халăх педагогикине, этикăпа эстетикине пĕлсе хальхи пурнăçра усă курма пултарни паха.

Тăван ен историйĕпе культурин предметне шкул программинче упраса хăварасчĕ. Районта пурăнакансем, чăн малтан ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем мĕн шутлаççĕ-ши çакăн пирки?

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: ватма-çĕмĕрме - çăмăл, çĕнĕрен тума - йывăр. Пуррине упраса хăварасчĕ!

Г.БЕЛКОВА,

вĕрентекен



"Каçал Ен"
26 февраля 2016
07:24
Поделиться
;