Комсомольский муниципальный округ

Комиссин пĕрремĕш ларăвĕ

Февралĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне районта йĕркелесе ирттерессипе комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, çырав комиссийĕн, районти налук службин, казначейство представителĕсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр, ветеринари службин, Чăвашстатăн районти специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри çырав ыйтăвĕсен районти уполномоченнăйĕ Нина Воронова пуçтарăннисене çитес çырава хатĕрленессипе 2015 çулта мĕнле ĕçсем, мероприятисем туса ирттернипе паллаштарчĕ, инструкторсемпе шутлав участокĕсене йĕркелени пирки пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне вăл çырава ирттерекенсем валли пỹлĕмсем суйланине, участоксене палăртнине, çыравçăсен списокĕсене йĕркеленине, ĕçе пурнăçлама кирлĕ нормативсемпе условисене йышăннине палăртса хăварчĕ. Ларура ялсенче граждансен списокне хатĕрлесе тĕрĕслессине, нумай ачаллă çемьесене панă çĕр участокĕсене шута илессине сỹтсе яврĕç. Чăваш Республикин районти статистика уйрăмĕн ертỹçи Надежда Александрова çырава пырса тивекен ыйтусене уçăмлатрĕ.

Комиссин пĕрремĕш ларăвне вĕçленĕ май Илдус Миннетуллин 2016 çулхи çырав планне çирĕплетрĕ, унта хутшăнакансем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

Н.АРХИПОВА



"Каçал Ен"
01 марта 2016
13:28
Поделиться
;