Комсомольский муниципальный округ

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм?

Хĕрарăм пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Ялта тĕпленни вара пушшех те йывăр ĕç пурнăçлать. Акă, Василий Белов "Лад" кĕнекинче çапла çырнă: "Мĕн ĕлĕкрен килти хуçалăха хĕрарăм - анне, мăшăр - тытса пынă. Хуçалăхри пур çăра та унăн аллинче, вăл хăçан тата мĕн кирлине лайăх пĕлет. Праçниксене уявлассине, типĕ тытассине те хĕрарăмах йĕркелесе пынă. Çитĕнекен ачасене те тĕрлĕ ĕçе вăлах хăнăхтарнă. Çулсем иртнĕ май çемьери хĕрарăм хăйĕн ĕçĕсене ывăлĕн мăшăрне, кинне, шанса панă".

Пуçаруллă та маттур, хастар хĕрарăмсем пурăнаççĕ Раççейре. Яллă вырăнсенче 19 миллион ытла хĕрарăм тĕпленнĕ. Мĕнлерех вăл? Статистиксем çакна тĕпчесе пĕлнĕ, вĕсемпе шăпах сире паллаштарасшăн. Пĕтĕмĕшле хаклава вара статистика çирĕплетет.

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 661 пин хĕрарăма шута илнĕ, вĕсенчен 414 пинĕшĕ - хулара, 247 пинĕшĕ ялта пурăнать. Хăш халăх çынни пурăннине илес тĕк, чăвашсем уйрăмах йышлă - 84,2 процент, иккĕмĕш вырăнта - вырăссем, 9,6 процент, виççĕмĕшсем - тутарсем, 4,3 процент.

Раççейри пекех Чăваш Енре те хĕрарăмсен йышĕ арçынсенчен ытларах. Сăмахран, пин арçын пуçне 1145 хĕрарăм тивет. Хĕрарăмсен чи йышлă пайĕ Пăрачкав районĕнче пурăнать, унта пин арçын пуçне - 1169 хĕрарăм.

Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ çут çанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ача ытларах çуратма тĕв туни чăннипех савăнтарать. Республикăра пĕлтĕр 17,1 пин ача çуралнă. Ача амăшĕсен вăтам çулĕ 28,5 çулпа танлашнă. Яллă вырăнсенче 2015 çулта 3550 çемье çавăрнă, 1118 çемье арканнă.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, хĕрсем пĕрремĕш хут 25-ре качча тухаççĕ, иккĕмĕш хут çемье çавăракансем вăтамран - 37-ре. Тĕпрен илсен, уйрăлакансен ỹсĕмĕ 25-29 çулсемпе пĕр килет.

Ялти хĕрарăмсен вăтам пурнăçĕ 76,08 çула тăсăлать, хуларисен кун-çулĕ ялтисенчен 1 çул вăрăмрах. 2015 çулта ялта пурăнакан 4 пин хĕрарăм вилнĕ. Ытларах юн çаврăнăшĕн (37,2 процент), нерв системин (15,6 процент), тĕрлĕ шыçă (7,3 процент), сывлав органĕсен чирĕсене пула (3,9 процент) вилнĕ.

Экспертсен шучĕпе нумай тата телейлĕ пурăнас тесессĕн сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тĕрĕс апатланни пысăк витĕм кỹрет. Акă, ялти хĕрарăмсен 80,1 проценчĕ ытларах аш-какай кăмăллать. Ялта пурăнакансен 31,6 проценчĕ, хуларисен 32,2 проценчĕ пулăран апат хатĕрлет. Ялти хĕрарăмсен 64,3 проценчĕ пахча-çимĕçпе апатланать, хуларисен - 77,9 проценчĕ.

Çапах та çамрăклăха тата пĕлĕве пăхмасăр хĕрарăмсене ĕç тупмашкăн çăмăл мар иккен. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр ялта тĕпленнĕ 15-72 çулхи 118 пин хĕрарăмран 96,8 проценчĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, 3,2 проценчĕ ĕçсĕр пулнă.

Çапларах пулса тухрĕ паянхи хăрарăм сăн-сăпачĕ. Вăл - 40-рен иртнĕ, вĕреннĕскер, ĕçре тăрăшаканскер. Унăн ĕç укçи 15 пин тенкĕпе танлашать. Вăл çемье хаклавне мала хурать. Качча тухнăскер, çемьере икĕ ачаран кая мар, йăла-йĕркене çирĕп пăхăнать, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, ĕçчен.

Ялта пурăнакан хĕрарăм паянхи пурнăç уттинчен юлмасăр шав малалла ăнтăлать. Вăл ачасене тивĕçлĕ воспитани парать, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать.

Илĕртỹллĕ те çепĕç чунлă паянхи хĕрарăма çăмăл мар пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунатпăр. Уяв ячĕпе сире!



"Каçал Ен"
04 марта 2016
08:53
Поделиться
;