Комсомольский муниципальный округ

Уяв парни - билет

Мартăн 7-мĕшĕнче Шупашкарти "Чебоксары - Арена" пăр керменĕнче, 18 сехетре, "Юратнă хĕрарăмсене" ятпа концерт иртет. Хăвăр мăшăрăрсене, савнисене чаплă парнепе савăнтарас тетĕр-и, концерта кайма билетсем туянăр.

Билетсене kkoncert.ru сайтра, хулари "Дом торговли", "Детский мир" тата "Мегамолл" суту-илỹ çурчĕсен кассисенче сутаççĕ. Тел.: 8(8352) 38-02-08, 64-18-69.

Концерта чăваш эстрадин чи чаплă дуэчĕсене пухнă. Чи çĕкленỹллĕ юрату юррисем - юратакан хĕрарăмсем валли!



"Каçал Ен"
04 марта 2016
09:04
Поделиться
;