Комсомольский муниципальный округ

Документсене кирлĕ пек упрамалла

Мартăн 10-мĕшĕнче архив ĕçченĕсем професси уявне паллă турĕç. Юлашки 10 çул хушшинче обществăн политика, социаллă тата экономика пурнăçĕ улшăннăран, халăх час-часах архива пулăшу ыйтма пырать. Кашниех тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатасшăн.

РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчи "Об изменении границ и новом административно-территориальном составе Батыревского и Шихирдановского районов Чувашской АССР" Указĕпе килĕшỹллĕн Комсомольски районĕ йĕр-келеннĕ. Çав çулхи июнь уйăхĕнче Комсомольски район архивне ертсе пыма К.Артюшкина шаннă. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ, тĕрлĕ çынсем архива ертсе пынă. Архивра паянхи куна 154 фондра 17611 единица документ упранать. Республикăри архивсем хушшинче илес пулсассăн, районти архивра документсене пуçласа картонласа упранă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8330 единица документа картонланă. 2012-2015 çулсем хушшинче 9 фондăн 2381 единицине Чăваш Республикин Патшалăх архивĕсене çитернĕ. Çавăнпа пĕрлех район архивĕ ведомство архивĕсен ĕç-хĕлне тата 66 учрежденипе организаци-предприятин канцеляри ĕçĕсене йĕркелесе тăрать. Вĕсем хушшинче 8-шĕ - патшалăх организацийĕсем, вĕсенчен 3-шĕ - федераци учрежденийĕсем. Унсăр пуçне 25 организацире документсене упрама ятарлă пỹлĕмсем пур. Анчах та, кашни отрасльти пекех, районти архив ĕçĕ аталаннинче çивĕч ыйтусем сахал мар. Район архивĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм учрежденисемпе предприятисен ертỹçисемпе пĕрле пурнăçлать. Иртнĕ çул районти 66 учрежденирен 55-шĕ документсене вăхăтра тирпейленĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр учрежденисемпе предприятисем документсемпе "çиелтен" ĕçлеççĕ, вĕсене сыхласа хăварассине тивĕçтермеççĕ. Нумай учрежденипе организацире документсене упрама ятарлă условисемпе пỹлĕмсем çукки уйрăмах пăшăрхантарать. Çавăнпа пĕрлех тивĕçлĕ ĕçченсем ĕç вырăнĕсене улăштарнă чухне документсене кирлĕ актсемпе памаççĕ. Ертỹçĕсен явапсăрлăхне пула нумай документ çухалать. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Раççей Федерацийĕн 125-ФЗ саккунĕн 6 статйине пăснине пула районти 10 организацире - райпо, районти тĕп больница, капиталлă строительствăпа коммуналлă пулăшу паракан уйрăм, БТИ, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ, район администрацийĕн социаллă пулăшу уйрăмĕ, "Турхан", "Пайгас", "Заря" ЯХПКсем, "Искра" колхоз - документсене кирлĕ пек йĕркелемен. Район архивĕн аталанăвне ятарласа тĕрĕслени юлашки çулсенче муниципаллă архив фончĕ 5 пин виçепе ỹснине кăтартнă, информаципе усă куракансен шучĕ те 4-5 хутчен ỹснĕ. Район архивне граждансем пулăшу ыйтса нумайăн килнипе вĕсен ыйтă-вĕсене пурнăçлама чылай вăхăт иртет. Кашни çулах документсен шучĕ ỹссех пырать пулсан та, хранилищĕн лаптăкĕ ỹсмест, ку вара тата тепĕр çивĕч ыйту çуратать. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хранилище 100 процент таранах тулнă, ку ял тăрăхĕсен, налук службин, финанс пайĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тата ытти организацисен архивĕсенче упранакан документсене йышăнма памасть. Шел пулин те, пушă вырăн пулманнипе район архивĕ документсене йышăнма пăрахнă. Районти учрежденисен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем документсене упрассипе, вĕсене хатĕрлессипе тивĕçлĕн ĕçлессе шанас килет. Архив вара документсене кирлĕ пек сыхласа хăварас тесе ĕçлеме шантарать.

В.ШИНГАЛОВА, архив ĕçĕн тĕп специалист-эксперчĕ.



"Каçал Ен"
11 марта 2016
09:05
Поделиться
;