Комсомольский муниципальный округ

Эрехе пула - пушар

 Пушар мĕн тери пысăк сиен кỹме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркине яланах пăхăнмалли çинчен тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр, çапах вут-çулăмпа çыхăннă инкек чылай. Район территорийĕнчи юлашки икĕ пушар та ĕçке пула тухнă.

Акă, февралĕн 2-мĕшĕнче çĕрле Çĕнĕ Сĕнтĕрте "хĕрлĕ автан" алхаснă. Вут-çулăмран 1974 çулхи кил хуçи çăлăнайман. Вăл электроприборпа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман.

Февралĕн 2-мĕшĕнче ирхине 4 сехет те 37 минутра Шурут ялĕнчи Дружба урамĕнчи кил-çурт çунма пикеннĕ. Шел пулин те, юлташĕ патĕнче çĕр каçнă кỹршишĕн çав каç юлашки пулнă, 1981 çулхи арçын пурнăçĕ татăлнă. Кил хуçи çунакан килтен тухма ĕлкĕрнĕ. Пушар каланка юсавсăр пулнипе тухнă.

Следстви мероприятийĕсене ирттернĕ май пушарта вилнĕ çынсем ĕçкĕпе туслă пулни паллă.

Çавăнпа та пурин те тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене асра тытса вĕсене пăхăнса пурăнмалла. Кăмака е мунча хутнă чухне уйрăмах асăрханăр.

В.КИРИЛЛОВ,

районти пушар надзорĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ



"Каçал Ен"
11 марта 2016
10:20
Поделиться
;