Комсомольский муниципальный округ

Фестивале хутшăнма васкăр

2016 çулхи апрелĕн 7-9-мĕшĕсенче Челябинск хулинче Раççейри "Кино" тата "Ĕç çынни" интернет-проектсен фестивалĕсем иртмелле. Кино çулталăкĕ пулнă май фестивале ирттерекенсем экологие сыхласа пысăк технологиллĕ промышленноçа Раççейре йĕркелессине тĕпе хураççĕ.

Конкурс программипе килĕшỹллĕн проектсене 4 енпе тăратма пулать: выляв фильмĕсем, документаллă фильмсем, интернет-проектсем, телепроект, телепрограмма. Çамрăк авторсен (30 çулччен) проекчĕсем параллельлĕ программа конкурсене йĕркелĕç. Унсăр пуçне фестиваль темипе выляв фильмĕсен сценари проекчĕсен конкурсĕ те иртĕ.

Тĕп конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх фестиваль жюрийĕ "Лучший игровой фильм", "Лучший проект для интернета", "Лучший документальный фильм", "Лучший телепроект", "Лучшая режиссура", "Лучшая операторская работа", "Лучшее музыкальное оформление" номинацисемпе çĕнтерỹçĕсене палăртĕ.

Çĕнтерỹçĕсене "Золотые рукавицы" тата хаклă парнесемпе чыслĕç. Фестиваль гран-прине çĕнсе илекенĕ "Большая рукавица" тата укçан гранта тивĕçĕ. Выляв фильмĕн чи лайăх сценари авторне жюри уйрăм парнепе тата грантпа наградăлать. Конкурсăн 4 категоринче çĕнтернĕ проектсен авторĕсене дипломпа чыслĕç.

Заявкăсене мартăн 30-мĕшĕччен trudfest@mail.ru электронлă адреспа йышăнаççĕ. Конкурс условийĕсемпе тĕплĕнрех trudfest.ru сайтра паллашма пулать.



"Каçал Ен"
11 марта 2016
10:29
Поделиться
;