Комсомольский муниципальный округ

Мартăн 16-мĕшĕнче - Пĕрлехи информаци кунĕ

Информкунра çак темăсене сỹтсе явма палăртнă: Чăваш Республикин 2015 çулхи экономикипе социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2016 çулхи тĕллевсем çинчен; пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси, çурхи шыв-шуртан асăрханса тĕрлĕ мероприятисем ирттересси; территорисене тирпей-илем кĕртесси. Кунсăр пуçне çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленесси çинчен те калаçĕç.

Пирĕн района Информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С. Краснов ертсе пыракан ушкăн килет. Информушкăнсем районти ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене çитĕç. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараççĕ.



"Каçал Ен"
11 марта 2016
09:02
Поделиться
;