Комсомольский муниципальный округ

Пикесем ăста, пултаруллă, хастар

Мартăн 4-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ умĕн, районти культурăпа кану центрĕнче "Мисс школьница - 2016" конкурс иртнĕ. Чи малтанах залра ларакансене кану центрĕн директорĕ Мария Илларионова, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă.

"Мисс школьница" конкурса çамрăк тата чипер 5 хĕр хутшăннă: Анастасия Краснова, Юлиана Сыраева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Екатерина Соловьева, Ирина Салмина тата Юлия Калашникова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ).

Пикесем пултаруллă, маттур, хастар, ăслă пулнине тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çирĕплетсе панă. Жюри членĕсем хăйсемпе паллаштарнине, пушă вăхăта мĕнле ирттернине, конкурссенче палăрнине тĕпе хурса чи маттуррине палăртнă. "Мисс школьница - 2016" ята Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Екатерина Соловьева çĕнсе илнĕ. Ирина Салмина - вице-мисс.



"Каçал Ен"
11 марта 2016
10:26
Поделиться
;