Комсомольский муниципальный округ

Хушма професси илме май пур

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи демографи политикине реализацилемелли мерăсем" çинчен калакан Указĕпе килĕшỹллĕн 3 çул тултарман ачапа килте ларакан хĕрарăмсене хушма професси илме пулăшас, професси ăсталăхне ỹстерес тесе ятарлă мерăсем йышăннă.

Çавна май ачасене 3 çулччен пăхакан хĕрарăмсене хушма професси илме майсем туса панă. Вĕсем парикмахер, маникюрша, ПВЭМ операторĕ, визажист, флорист, АСБУ операторĕ "1С: предприятие 8" профессийĕсене вĕренме пултараççĕ. Сăмахран, çитес вăхăтра ача пăхакан пĕр хĕрарăм хăйĕн пĕлỹ шайне ỹстерес тĕллевпе АСБУ операторĕ "1С: предприятие 8" профессие вĕренме тытăнĕ. Вĕренес текен амăшĕсене стипенди тỹлеççĕ, çул укçине саплаштараççĕ.

Çавна май ача амăшĕсене пĕлĕве ỹстерме йыхравлатпăр. Тĕплĕнрех информаципе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта паллаштарĕç.

К.КОКШИН,

директор



"Каçал Ен"
15 марта 2016
11:25
Поделиться
;