Комсомольский муниципальный округ

Кĕнекепе паллашăр

Чăваш халăх писателĕн Юхма Мишшин кĕнекисене юратса вулаççĕ. Акă, "Чăн тỹпери ик çăлтăр" кĕнекесен ярăмне юлашки вăхăтра çырнă историллĕ икĕ романне кĕртнĕ: "Танкăш - кайăк юрри", "Ултавпа чăнлăх".

"Ултавпа чăнлăх" историллĕ романа çулăм чĕреллĕ, революци саманинче пурăннă поэта Çеçпĕл Мишшине халалланă. Автор поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăхăтсăр вилĕмĕ çинчен шыраса тупнă нумай çĕнĕ материалсемпе, ăна ас тăвакансем каласа панипе усă курнă. Юхма Мишши Çеçпĕл Мишшин амăшĕпе, Агафья Николаевнăпа темиçе те тĕл пулса калаçнă, вăл каласа панисене çырса илнĕ. Вĕсемпе шăпах романра анлăн усă курнă.

"Ултавпа чăнлăх" роман пилĕк пайран тăрать: "Чăваш ачи, сассуна пар", "Революци Голгофĕ", "Украина, савнă Украина", "Вилĕм вучĕпе çунтаракан ĕмĕт", "Хăçан ултава çĕнтерет-ши чăнлăх?".

Çеçпĕл Мишшин кăвар чĕри хăй пекех хĕрỹ чĕреллĕ çынсене паянхи кун та пурăнма тата чăвашлăхшăн вăй çитнĕ таран ĕçлеме хавхалантарать. Поэтăн сăввисем - чăвашлăха чунтан юратни, малашлăха таса та телейлĕ курни.

А.ВОЛКОВА,

библиограф



"Каçал Ен"
15 марта 2016
11:29
Поделиться
;