Комсомольский муниципальный округ

Конкурса хутшăнма васкăр

Чăваш Республикин Строительство министерствин "Энергие перекетлекен центрĕ" шкул ачисене энергие перекетлеме хăнăхтарас тĕллевпе "Эпĕ перекетлеме пулăшатăп" ỹкерчĕксен республикăри конкурсне йĕркелет. Асăннă конкурса 1-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса тăратакан ĕçсем çак темăсене çывăх пулмалла:

- электричествăна перекетлесси;

- ăшша перекетлесси;

- шыва перекетлесси;

- газа перекетлесси;

- мотор топливине перекетлесси; -

энергин альтернативлă çăлкуçĕсем.

Конкурса тĕрлĕ мелпе (кăранташ, фломастер, гуашь, акварель, пастель, компьютерпа тунă) пурнăçланă ỹкерчĕксене йышăнаççĕ. Хатĕрленĕ ĕçĕн формачĕ А4-ран пĕчĕк мар, А3-рен пысăк мар пулмалла. Ĕçе кам пурнăçланине, автор хушаматне, ашшĕ ятне, хăçан çуралнине, миçемĕш класра вĕреннине, класс ертỹçин ятне, хушаматне, ашшĕ ятне, вĕренỹ учрежденине палăртмалла, телефон номерне асăнма манмалла мар.

Хатĕр ĕçсене апрелĕн 30-мĕшĕччен "Энерги перекетлекен центр" автономлă учрежденире йышăнаççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 33-мĕш çурт, телефонĕ: 8(8352) 62-10-22, energo-zhkh@mail.ru.



"Каçал Ен"
15 марта 2016
11:30
Поделиться
;