Комсомольский муниципальный округ

Эпир пурте - яланах пĕрле!

 2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ. Шăпах çак кун Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96 процентне яхăн хăйсен "тăван киле таврăнас килнине" палăртнă.

Мĕншĕн шăпах çак çула суйласа илнине ăнланмашкăн Крым историне, Раççей - Крымшăн, Крым Раççейшĕн мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшлине пĕлни те çителĕклĕ. Крым пĕтĕмпех пĕрлехи историпе, мăнаçлăхпа никĕсленнĕ. Крымра - вырăс салтакĕсен вил тăприсем, вĕсен паттăрлăхĕ.

Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнĕ кун çĕршывшăн, пур халăхшăн пĕлтерĕшлĕ. Çавна май мартăн 18-мĕшĕнче, паян, тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен "Эпир пĕрле!" концерт. Асăннă концерта Шупашкар хулинче те йĕркелеççĕ. Вăл паян Хĕрлĕ лапамра 17 сехетре пуçланать. Унсăр пуçне кăнтăрла 11 сехетре Хĕрлĕ лапамра "Туслă çемьере" наци кухнисен фестивалĕ иртет. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать, ĕçлет. Апла пулсассăн пĕрле юрласа-ташласа савăнар.



"Каçал Ен"
18 марта 2016
09:02
Поделиться
;