Комсомольский муниципальный округ

Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнар

Чăваш Енре февралĕн 9-мĕшĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх акцийĕ 20-мĕш хут пуçланчĕ. Унăн тĕллевĕ - сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене хỹтĕлеме, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене пулăшма тата ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси.

Иртнĕ çул, унăн пухмачне республикăра пурăнакансем 8233719 тенкĕлĕх пуянлатнăччĕ. Пирĕн район çыннисем 330 пин тенкĕ хывнăччĕ. Нухрата, Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшỹллĕн, йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, диспансерсен, хула-район больницисен пурлăх никĕсне тĕреклетме янă, ясли-садсене, интернат-шкулсене, ача çурчĕсене теттесемпе тивĕçтернĕ.

Кăçалхи акцие те район çыннисем хастар хутшăнасса, укçа-тенкĕ тата ытларах хывасса шанатпăр. Тĕслĕхрен, кăçал районти 2№-лĕ налук инспекцийĕн ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ ачасене пулăшу кỹме 3500 тенкĕ укçа хывнă та.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать - "Раççей ача-пăча фончĕн" регион уйрăмне - Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт - пымалла е 8(8352) 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:

ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"

ИНН 2128005408, КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609,

кор/с 30101810300000000609.



"Каçал Ен"
18 марта 2016
09:00
Поделиться
;