Комсомольский муниципальный округ

"Чăвашкино" хастарĕсем

1927-1932 çулсем - пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçи хыççăн юхăннă-арканнă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă вăхăт. Ун чухне чăваш халăхĕн 90 проценчĕ хутла пĕлмен. Шăпах çак вăхăтра чăваш хĕрĕ Татьяна Бурашникова (кайран актриса Тани Юн ятпа палăрнă) тата И.Максимов-Кошкинский режиссер хăш-пĕр хуласенче киностудисем йĕркелени çинчен вуласа пĕлнĕ хыççăн Чăваш Енре кино ỹкерес ĕçе йĕркелес ыйтупа ĕçлеме пуçлаççĕ. Тăрăшни сая кайман - "Чăвашкино" студи ĕçле-ме пуçланă. Часах студи хатĕрленĕ илемлĕ, документлă фильмсем çĕр-шыв экранĕсем çине тухнă.

Тани Юн çырнă "Иртнĕ кун-çулсем" аса илỹ кĕнекинче студи кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашма пулать. Çамрăксене те, ваттисене те çак кĕнекене вуласа тухма сĕнесшĕн. Чăваш культурине, искусствине ỹстерес ĕçре çамрăксене Тани Юн пек хастар пулма сĕнетĕп.

Р.МОИСЕЕВ



"Каçал Ен"
18 марта 2016
09:28
Поделиться
;