Комсомольский муниципальный округ

Крым яланах пирĕнпе

Иртнĕ эрнекун, мартăн 18-мĕшĕнче, Шупашкарта Раççейпе Крым пĕрлешнинине халалласа пысăк уяв иртнĕ. "Эпир пĕрле!" митинг-концерта 10 пин ытла çын пухăннă. Вĕсен йышĕнче - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, влаç органĕсен представителĕсем, депутатсем, общество организацийĕсен представителĕсем, студентсем, ветерансем, хула çыннисем, хăнасем.

- Икĕ çул каялла паянхи кун историе пысăк саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Крым каялла хăйĕн çемйине таврăнчĕ, ку - чи пахи, - тенĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.

"Раççей Президенчĕн тата Крым халăхĕн тĕрĕс йышăнăвĕ пурне те хавхалантарать. Ăна пурнăç та кăтартса пачĕ. Эпир пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн", - тенĕ "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.

Уява хутшăннисем савăк юрă итлесе киленнĕ, Крымпа Раççей пĕрлешни вĕсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине савăнса пĕлтернĕ.

Крымри халăха пула эпир тата йышлăрах, вăйлăрах, мăнаçлăрах.



"Каçал Ен"
22 марта 2016
10:59
Поделиться
;