Комсомольский муниципальный округ

Пурне те туслăх пĕрлештертĕр

Чăваш Енре сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе мартăн 17-18-мĕшĕсенче VI культура форумĕ ĕçлерĕ. Ăна шăпах пирĕн республикăра ирттерме йышăнни ахальтен мар. Республикăра тĕрлĕ халăх çынни пĕр-пĕринпе туслă пурăнать. Унпа пĕрлех 2004 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин нацисемпе конфессисен хутшăнăвĕсене халалласа К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче канашлу ирттерни те асрах.

Форум ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Культура министерствин туризм департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова тата сумлă ытти хăнасем хутшăннă.

- Пирĕн регион, паллах, çĕр айĕнчи пурлăхпа пуян мар, анчах та ĕçченлĕхпе, Тăван çĕршыва, тăван тăрăха юратма пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Пĕтĕмпе Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать. Пирĕн тĕллев - вĕсене пурне те пĕр пек услови туса парасси. Паянхи пурнăçшăн чи кирли - çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентесси, туслăха упрама пулăшса пырасси, йăла-йĕркене ăша хывма, пĕрле пурăнакан халăхсене хисеплеме вĕрентесси, - тенĕ Михаил Васильевич.

Форума хутшăннисем мероприятие çỹллĕ шайра йĕркеленине, федераци тата регион шайĕнче йышăннă культура, наци программисене пурнăçа кĕртме пур услови те çителĕклине палăртнă. Унпа пĕрлех форум ĕçĕнче Чăваш Ен, Коми, Мари Эл, Тутарстан, Пермь тăрăхĕсенчен килнĕ çынсем пĕр-пĕрин паха опы-чĕпе паллашни, культурăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕ сỹтсе явни малашне ĕçлеме, аталанма, наци йăли-йĕркине упрама пысăк витĕм кỹретех.

Форум ĕçне пирĕн районтан культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Илларионова, район администрацийĕн информаци, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Савельева, Ольга Карсакова специалист, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова хутшăннă. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕнче пулнă, ыттисен паха опычĕпе паллашнă.

Чăваш Республикинче 128 наци çынни пурăнать. Вĕсенчен чи пысăк йышлисем - 4 халăх: чăвашсем - 67,7 процент, вырăссем - 26,9 процент, тутарсем - 2,8 процент, мордва - 1,1 процент, ытти халăх çыннисем -1,5 процент. Паянхи куна республикăра 16 халăхăн шăпипе кăсăкланакан наци культурисен 34 пĕрлешĕвĕ шутра.

Форума хаклаççĕ

Мария ИЛЛАРИОНОВА:

- Тĕрлĕ халăха патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе VI культура форумне Чăваш Енре йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра, районта тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Çемье çавăракансем те сахал мар.

Форума хутшăннă май ытти регионсен наци культурипе, йăли-йĕркипе паллашма кăмăллă пулчĕ. Тĕрлĕ уявсене, мероприятисене еплерех йĕркелени те кăсăклантарчĕ. Хамăр паха опыта ытти регионсенчи ĕçтешсемпе пайлама пултарни пушшех те кăмăллă. Пире пурне те яланах туслăх пĕрлештерсе тăтăр.

Инна ЯДРОВА:

- Форумра республикăра тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăнни, эпир ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулни тỹрремĕнех курăнчĕ. Раççейри сахал йышлă халăхсен культурине аталантарас, йăли-йĕркине упраса хăварас, вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парас ыйтусене форумра анлă çутатрĕç. Тĕрлĕ халăх представителĕсем тухса калаçрĕç, вĕсем общество организацийĕсемпе патшалăх тытăмĕсен пĕрлехи ĕçне йĕркелес ыйтусене хускатрĕç. Пĕрле пуçтарăнса диаспорăсене аталантарассине тата упраса хăварассине, культурăн пахалăх шайне ỹстерессине сỹтсе яврĕç. Раççейре пурăнакан халăхсен туслăхĕ малашне тата та çирĕпленсе пытăр. Яланах тăнăçлăх хуçалантăр.

А.ЕФРЕМОВА



"Каçал Ен"
22 марта 2016
11:04
Поделиться
;