Комсомольский муниципальный округ

Савнă тăрăха илемлетер-и?

Комсомольски ялĕн центрне илемлетес, урăх сăн кĕртес, ĕçпе канăва йĕркелеме кирлĕ условисем тăвас тĕллевпе апрелĕн 1-мĕшĕнчен июлĕн 1-мĕшĕччен Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ эскиз-шухăшсен конкурсне йĕркелет. Асăннă конкурса уйрăм çынсем, предприятисем, учрежденисемпе организацисем хутшăнма пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех çак тупăшăва алă ăстисене, ỹнерçĕсене, студентсене, архитекторсене, строительсене, урбанистсене хутшăнма йыхравлатпăр.

Конкурса хутшăнас текенсен çак документсене хатĕрлемелле:

а) адреса, хушамата, ята, ашшĕ ятне тата телефон номерне палăртнă заявка;

ă) ăнлантарса панă çыру;

б) хут çинче е электронлă майпа хатĕрленĕ эскиз-шухăш;

в) PowerPoint форматпа тунă презентаци.

Хатĕр документсене çак адреспа йышăнаççĕ: Комсомольски ялĕ, Канаш урамĕ, 22-мĕш çурт, Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕ.



"Каçал Ен"
22 марта 2016
11:01
Поделиться
;