Комсомольский муниципальный округ

Ăмăртура - иккĕмĕш

Иртнĕ шăматкун Кỹкеç поселокĕнче "Урожай" физкультурăпа спорт общество организацийĕ республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хушшинче йĕркелекен зонăри ăмăрту иртрĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем футболла выляса мала тухассишĕн тупăшрĕç. Финалти вăйă çав тери çивĕч иртрĕ - Елчĕк тата Комсомольски районĕсен командисем вăй виçрĕç. Чи маттуррисем тата ăстараххисем Елчĕксем пулчĕç. Вĕсем - пĕрремĕшсем. Эпир вара иккĕмĕш вырăна çĕнсе илтĕмĕр.

Асăннă ăмăртăва эпир кашни çулах хутшăнатпăр, çĕнтерỹçĕсен йышне те пĕрре кăна мар лекнĕ.

И.МИННЕТУЛЛИН



"Каçал Ен"
25 марта 2016
09:42
Поделиться
;