Комсомольский муниципальный округ

Эфирта "Пирĕн республика. Тĕп тема"

"Чувашия" ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕ, "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕ - "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограмма телеэкрансем çине тепĕр хут таврăнчĕ.

Хальхинче калаçу çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ тата пахалăхĕ çинчен пулчĕ. Телекуравçăсем Шупашкарти "Радужный" микрорайона, "Новый город" пурăнмалли çĕнĕ района çитсе курчĕç. Çĕнĕ Шупашкарти нумай хутлă çуртра энергоресурссене тĕрĕслекен тата шута илекен "ăслă çурт" автоматизациленĕ телеметрика тытăмĕ мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Элĕк районĕнче пурăнма юрăхсăр тата авариллĕ çурт-йĕртен куçарассин программипе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă, çавăн пекех нумаях пулмасть çĕнĕ çурта пурăнма куçнă нумай ачаллă çемьесенче хăнара пулса курчĕç.

Отраслĕн паянхи пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсемпе çивĕч ыйтăвĕсем, малашлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналиста каласа кăтартать.

"Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн черетлĕ кăларăмне мартăн 25-мĕшĕнче "Россия-24" телеканалăн регионри эфирĕнче 18 сехет те 30 минутра курма пулать. Черетлĕ кăларăма курмасăр ан юлăр!



"Каçал Ен"
25 марта 2016
09:24
Поделиться
;