Комсомольский муниципальный округ

Рестем Ильясов - республика чемпионĕ

Мартăн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче алă вăйне виçессипе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Тупăшăва 1996-1998 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хутшăнчĕç. Ăмăртусене 1999 çулхи тата çамрăкрах атлетсем те хутшăнма пултарчĕç. Спортсменсене чи малтанах Чăваш Республикинчи армрестлинг федерацийĕн председателĕ И.Смоленцев саламларĕ.

Ăмăртăва 130 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне Нежеметдин Сахров хатĕрлекен спортсменсем хỹтĕлерĕç, пысăк çитĕнỹсем турĕç. Уйрăмах Рестем Ильясов палăрчĕ, 75 килограмлă виçере вăл пурне те парăнтарса пырса пĕрремĕш вырăна йышăнчĕ. Абсолютлă виçере вара иккĕмĕш призер пулчĕ. Çак лайăх кăтартусемпе Рестем спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама пултарчĕ. Ку спортсменшăн та, тăван районшăн та питĕ пысăк ăнăçу.

Пирĕн хĕрсем те вăйсăрах маррине çирĕплетрĕç. Ландыш Садыковăпа Аня Индюкова хăйсен виçисенче виççĕмĕшсем пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативĕсене пурнăçларĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, Комсомольски район команди республикăри ăмăртусенче 4-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Юлашки вăхăтра Урмаел вăтам шкулĕн спортсменĕсем район сборнăйĕн тĕп шăнăрĕ тесен те йăнăш мар. Вĕренекенсем иртнĕ икĕ уйăхра республикăри ăмăртусенчен пĕрре çеç мар лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç. Спортсменсенчен пиллĕкĕшĕ I спорт разрядне тултарчĕ, район команди вара виççĕмĕш пулчĕ.

Ачасен çитĕнĕвĕпе савăнатпăр, çĕнтерỹçĕсене тата вĕсен тренерне ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

В.ГАВРИЛОВ



"Каçал Ен"
25 марта 2016
09:41
Поделиться
;