Комсомольский муниципальный округ

Экологи тĕлĕшĕнчен таса регион

Кăçалхи хĕлле Чăваш Ен çĕршыври чи таса регионсен йышне кĕнĕ. Рейтинга "Симĕс патруль" общество организацийĕ хатĕрленĕ.

Специалистсем сывлăш тасалăхне, промышленноçри экологи модернизацине хакланă. "Симĕс патруль" программа директорĕ каланă тăрăх, хальхинче рейтингра пысăк улшăнусем пулман. Списокра Тамбов, Белгород, Чĕмпĕр, Курск, Томск, Ростов облаçĕсем, Алтай республики, Алтай крайĕ, Чукотка автономи округĕ çỹлти йĕркесене йышăннă. Чăваш Ен - 7-мĕш вырăнта. Аутсайдерсен йышне Свердловск, Челябинск, Ленинград, Мускав, Тула облаçĕсем, Çурçĕр Осети, Ханты-Манси автономи округĕ кĕнĕ.



"Каçал Ен"
29 марта 2016
08:37
Поделиться
;