Комсомольский муниципальный округ

Канашлу иртнĕ

Çак кунсенче районти право хуралĕн органĕсен ертỹçисен координаци канашлăвĕ иртрĕ. Канашлура коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртассине, уçăмлатассине сỹтсе яврĕç.

Пĕрлехи канашлăва Чăваш Республикин прокуратурин прокурорĕ А.Н.Кашина, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин, районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви комитечĕн ертỹçи А.Г.Иванов, районти суд приставĕн начальникĕ В.П.Иванов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сỹтсе явнă май, районти право хуралĕн органĕсен ĕçĕнче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртассинче, вĕсене тишкерессинче çитменлĕхсем сахал мар. Çавна май уголовлă ĕçсене пĕлсе тата вăхăтра тишкермелле, асăрхаттарусене шута илмелле.

В.НИКОЛАЕВ



"Каçал Ен"
29 марта 2016
08:36
Поделиться
;