Комсомольский муниципальный округ

Йĕркелĕх пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ

Юнкун нацисен ĕçĕпе тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытассипе ĕçлекен советсен, çавăн пекех наркотике хирĕçле комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Анлă канашлура районти культура çурчĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас енĕпе тăвакан ĕçсем çинчен калаçу пычĕ. Çавăн пекех çамрăксем хушшинче толерантлă хутшăнусене аталантарассипе, экстремизм юхăмĕн профилактики тĕлĕшĕпе районти вĕренỹ пайĕпе пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен ĕç-хĕлĕ пирки ыйту хускатрĕç. 2015 çулта тата кăçалхи январь-март уйăхĕсенче тĕн тата экстремизм сĕмĕллĕ преступленисем районта пулман. Çакă вăл вырăнти хăйтытăмлăх, право сыхлавĕн органĕсем, яваплă ытти структурăсем тĕрĕс çул-йĕр тытса пынинчен те нумай килет.

Наркотике хирĕçле комиссин ларăвĕнче виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Паянхи куна районти тĕп больницăн наркологи кабинетĕнче наркотик тутанса пăхнă 6 çын учетра тăрать. Малашне районта пурăнакансем, уйрăмах çамрăксем наркотиксемпе ан туслашчăр тесен ун сиенĕ çинчен çитĕнекен ăрăва ытларах каласа памалла. Комисси членĕсем районти библиотекăсем наркотиклă тата психотроплă япаласене хирĕçле профилактика ĕçĕ ирттерессине епле хутшăнни пирки итлерĕç. Паллах, обществăн çак инкекĕпе преступлени пулнă хыççăн мар, маларах кĕрешме пуçламалла. Акă, çуркунне çĕр типсен районти ялсене палламан çынсем килсе çырма-çатрасене, çын пурăнман хуçалăхсен пахчисене мăкăнь вăрри сапса çỹреме пултараççĕ. Мăкăнь вара наркотиклă ỹсен-тăран шутланать. Ăна ỹстернĕшĕн административлă яваплăхран пуçласа уголовли таранах тыттарма пултараççĕ. Ларура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çакăн пек тĕслĕхсем пулсанах наркотиксен саккуна хирĕçле çаврăнăшĕпе кĕрешекен службăн районсем хушшинчи Канашри пайне систермеллине аса илтерчĕç, çак информацие ял çыннисем патне те çитерме ыйтрĕç. Хаçат вулакансем, эсир те 8(83533)2-25-45 номерпе шăнкăравласа çакнашкал тĕслĕхсем çинчен пĕлтерме пултаратăр.

Л.ШУРЯШКИНА



"Каçал Ен"
01 апреля 2016
10:40
Поделиться
;