Комсомольский муниципальный округ

Килĕшĕве алă пуснă

Мартăн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикин делегацийĕ Челябинск облаçĕнче пулнă.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕн губернаторĕпе Борис Дубровскийпе тĕл пулнă. Михаил Васильевич бизнес тытăмĕнчи опытпа ылмашăнмалли конструктивлă лапам тăвасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă. Чăваш Енри тавар кăларакансем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Калаçура вăл республикăри организацисемпе предприятисен 20 проценчĕ инноваци продукцийĕ кăларнине, пирĕн регионти агропромышленноç комплексĕ аван аталаннине палăртнă.

Икĕ регион ертỹçи социаллă тытăм, çуракине хатĕрленес ĕç пирки, ача сачĕсемпе шкулсем хута ярас ыйтăва та сỹтсе явнă, пысăк хăвăртлăхлă магистраль проектне пурнăçа кĕртес çĕрте килĕштерсе вăй хума йышăннă. Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский икĕ регион хушшинчи килĕшĕве алă пуснă. Унта палăртнă тăрăх, регионсем суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă культура тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлĕç.



"Каçал Ен"
01 апреля 2016
10:43
Поделиться
;